Чӑваш Ен калаҫать


Гео и язык канала: Киргизия, Киргизский
Категория: Новости и СМИ


Ку канал республика хыпарĕсемпе паллаштарать, тĕлĕнмелле ҫынсем, пулӑмсем ҫинчен каласа кӑтартать, несĕлсен йӑли-йĕркине аса илтерет, тĕрлĕ кӑсӑклӑ ыйтӑва пĕрле сӳтсе явма сĕнет! 😊
ВК:https://vk.com/club223395916
Ок:https://ok.ru/group/70000005812307

Связанные каналы  |  Похожие каналы

Гео и язык канала
Киргизия, Киргизский
Категория
Новости и СМИ
Статистика
Фильтр публикаций


Аслӑ та Ҫутӑ уявпа! 🌿
Ыр сунса саламлар пĕр-пĕрне!

👌 Чӑваш Ен калаҫать


❗️Сӑвӑссенчен асӑрханӑр ❗️

Чӑваш Енре ҫуркунне ҫитнĕренпе 27 ҫын сӑвӑс ларнипе медицина учрежденине пынӑ. 9-шĕ - ачасем.

Пĕлтĕр ҫак вӑхӑтра кун пек 3 тĕслĕх кӑна шута илнĕ.

🌿 Канмалли кунсенче ӑшӑ ҫанталӑкпа усӑ курса ытларах урамра вӑхӑт ирттеретпĕр.

Киле ҫитсен ӳте тимлĕх уйӑрма, тум-тире силлесе тасатма ан манӑр!

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Чӑваш Енри шкулсенчен вӗренсе тухакансен 80 проценчӗ хамӑр республикӑрах аслӑ пӗлӳ илес тӗллевлӗ

Ҫапла хурав панӑ Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 6-мӗш хут ирттернӗ пресс-конференцире.

Ыйтӑва хускатакансем шӑпах ҫамрӑксене хамӑр регионтах професси илме илӗртмелли майсемпе кӑсӑкланнӑ.

Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, 2020-мӗш ҫулта яш-кӗрӗмӗн 60-70 проценчӗ Питӗре, Мускава, Хусана талпӑннӑ. Ҫакӑ малтанласа вӗсем Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче паракан пӗлӳ шайне тишкерменни.

Халӗ студентсене тӗрлӗ предприяти ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштараҫҫӗ, малашнехи ҫул-йӗре палӑртма, ӗҫ вырӑнӗ тупма пулӑшаҫҫӗ.

👌 Чӑваш Ен калаҫать


🥚Мӑнкун ҫӑмартине мĕнле меслетпе хĕретессине шутларӑр-и?

Сире пулӑшас тесе ятарлӑ карточкӑсем хатĕрлерĕмĕр. Усӑ курӑр ☺️

Комментарисенче хӑвӑр сĕнĕве ҫырма пултаратӑр

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Салам, чӑвашсем! ❤️
Календарьте ака уйӑхӗн 18-мӗшӗ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- уйра сасӑ уҫҫӑн илтӗнни — ҫумӑра ☔️
- чӗкеҫсем вӗҫсе килменни — сивӗ ҫанталӑка 🌫
- хурӑн шывӗ вӑйлӑ юхни — ҫулла йӗпе-сапаллӑ пуласса 💦

🌦 Паян республикӑра ир кӳлӗм вырӑн-вырӑнпа ҫумӑр ҫӑвать, кӑнтӑрла хыҫҫӑн уяртать. 17 градус таран ӑшӑ пулать.
Канмалли кунсем ҫывхарни кӑмӑлӑра ҫӗклетӗр!


👌 Чӑваш Ен калаҫать


⛪️ Ҫветтуй вырсарникуна чылайӑшӗ ҫӗрлехи кӗлӗре кӗтсе илет.
Ҫавӑн пекех маларах ҫӑмарта, кулич, Аслӑ уяв сӗтелӗ ҫине лартакан
ытти ҫимӗҫе ҫветтить тутарасси йӑлара

Ҫак кунсенче Шупашкарти чиркӳсене хӑш вӑхӑтра кайсан аванрах пулнине пӗлтерес терӗмӗр.

Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре Введени чиркӗвӗнче ирхи кӗлӗ пуҫланать. Ӑна Савватий митрополит ертсе пырать. 23 сехет те 30 минутра — ҫӗрлехи. Ҫурҫӗрте Мӑнкун ячӗпе хӗреслӗ ҫулҫӳрев пулать.

Ҫак кунах Пукравпа Татиана соборӗнче ирхи 7 сехетре кӗлӗ кӗрет. Ун хыҫҫӑн кун каҫипех храмра ҫимӗҫсене сӑваплама пулӗ. 23 сехетре Мӑнкун кӗлли пуҫланать, ҫӗрле хӗреслӗ ҫулҫӳрев ирттереҫҫӗ, сӑваплӑ ҫулӑма кӗтсе илеҫҫӗ.

«Час илтекен» Турӑ Амӑшӗн турӑшӗн чиркӗвӗнче 12 сехетрен апат-ҫимӗҫ ҫветтить тӑваҫҫӗ. Ҫӗрлехи кӗлӗ 23 сехетре пулать. Ҫӗр варринче ирхи литурги пуҫланать.

Арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗнче 14 сехетрен 20 сехетчен куличсене ҫветтить тӑваҫҫӗ. Ҫӗрлехи кӗлӗ 23 сехетре пулать.

👌 Чӑваш Ен калаҫать


20 ҫулти правасӑр водитель айӑпӗпе пулнӑ аварире 2 ҫын вилнӗ

ЧР Патшалӑх автоинспекцийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ирхи 2 сехет тӗлнелле Канашри Пушкин урамӗнчи 11-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче яш ашшӗн «Лада Гранта» машинӗпе ВАЗ-2107 автомобильпе ҫапӑннӑ, унтан юпа ҫине пырса кӗнӗ.

Инкекре «Грантӑра» ларса пынӑ 16-ри тата 19-ти ҫамрӑксен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Водительпе тепӗр 2 пассажир аманнӑ.

🥹 Шел… Ҫул-йӗр ҫӑмӑлттайлӑха, йӑнӑшсене каҫарманнине асра тытасчӗ…

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Салам, чӑвашсем! ❤️
Календарьте ака уйӑхĕн 17-мĕшĕ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- хĕвеллĕ ҫанталӑк - аван тухӑҫа 🌾
- мӑран та тĕттĕм пĕлĕтсем - ҫумӑра 🌧
- ҫирĕк ҫулҫӑ кӑларни - ҫулла йĕпе-сапаллӑ пуласса 💦

🌤 Паян республикӑра уяр ҫанталӑк. Сывлӑш температури 21 градус таран ӳсет.
Чунра та яланах ӑшӑ пултӑр!


👌 Чӑваш Ен калаҫать


☀️Кунран-кун ҫанталӑк ӑшӑрах, чунра та савӑкрах!

🌿 Ҫуркунне - чĕрĕлӳ, ҫĕнĕ шанӑҫ, хавхалану тапхӑрĕ.

📸 Дмитрий Галямин сӑн ӳкерчĕкĕсене курса киленер те уҫӑлма тухар

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Салам, чӑвашсем! ❤️
Календарьте ака уйӑхӗн 16-мӗшӗ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- хӗвеллӗ — ҫитес уйӑх ӑшӑ та типӗ пуласса ☀️
- ҫил ҫурҫӗртен вӗрни — ҫумӑра 💦
- лаша хартлатни — йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑка ☔️

🌤 Паян республикӑра уяр ҫанталӑк. 18 градус таран ӑшӑ пулать.
Кӑмӑлӑр та хӗвел пек савӑк пултӑр!


👌 Чӑваш Ен калаҫать


Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулне халалланӑ пуйӑс Чӑваш Ене килсе ҫитӗ

📱Ҫӗмӗрлере вӑл ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 13 сехет те 15 минутра чарӑнӗ
📱 Вӑрнарта 14 сехет те 55 минутра пулӗ
📱 Канашра — 16 сехет те 30 минутра

📱Улатӑр станцине пуйӑс ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 7 сехет те 35 минутра ҫитӗ
📱 Шупашкара — 15 сехет те 55 минутра

6 платформӑра вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи техника куравӗ, уйри кухня, фото ӳкерӗнмелли лапам.

🚉 Пуйӑс Чулхуларан ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тапранать.
Маршрутра — 45 станци.


👌 Чӑваш Ен калаҫать


💔 Уйрӑлакансене 100 пин тенкӗ тӳлеттересшӗн

Ҫак шухӑша Патшалӑх Думинче палӑртнӑ.

Виталий Милонов депутат каланӑ тӑрӑх, патшалӑх тӳлевӗн виҫи пысӑк пулсан тата 3 уйӑх шутлама вӑхӑт парсан мӑшӑртан уйрӑлас текенсем сахалланӗҫ.

Ҫавӑн пекех вӑл упӑшкисемпе арӑмӗсене психолог патне яма, ҫемье хаклӑхӗсем пирки ытларах фильмсем ӳкерме сӗннӗ.

Эсир кун пирки мӗн шутлатӑр?

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Салам, чӑвашсем! ❤️
Календарьте ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- ҫерҫисем ирех чӗвӗлтетни — хӗвеллӗ ҫанталӑка ☀️
- шыв-шур сарӑлса юхни — утӑ вӑхӑчӗ маларах ҫитессе 🌊
- путенесем юрлама пуҫлани — курӑк часах шӑтасса ☘

🌤 Паян республикӑра уяр ҫанталӑк. Сывлӑш температури 11 градус таран ӳсет.
Ырӑпа ҫӳрӗр!


👌 Чӑваш Ен калаҫать


Видео недоступно для предпросмотра
Смотреть в Telegram
🚀Шуршӑлти космонавтика музейӗ хальхи йышши вӗренӳ центрӗ пулса тӑрӗ

Кун пирки Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑ ялта иртнӗ митингра пӗлтернӗ.

2027-мӗш ҫул вӗҫленнӗ тӗле ку вырӑн тӗпрен улшӑнмалла.

Тӗллевсем пирки — роликра

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Хурлӑхлӑ хыпар

Ӗнер РСФСР халӑх артисчӗ Нина Григорьева пурнӑҫран уйрӑлнӑ.


Нина Ильинична  К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 62 ҫул ӗҫлесе 100 ытла роль калӑпланӑ. Куракан чунне уйрӑмах тыткӑнланисенчен пӗри — Нарспи.

Нина Григорьеван ҫутӑ сӑнарӗ яланах халӑх асӗнче пурӑнӗ...

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Салам, чӑвашсем! ❤️
Календарьте ака уйӑхĕн 14-мĕшĕ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- аслати авӑтни - ҫулла типĕ пуласса ⚡️
- шыв-шур вӑйлӑ сарӑлни - пулӑҫсене ӑнасса 🐟
- юханшыв ҫыранĕнче пӑр катрамĕсем юлни - япӑх тухӑҫа 🌿

☀️ Паян республикӑра уяр ҫанталӑк. 12 градус таран ӑшӑ пулать.
Ҫĕнĕ эрне пуҫланнӑ ятпа!


👌 Чӑваш Ен калаҫать


Елчӗк тӑрӑхӗнче "кантук" тесе мӗне калаҫҫӗ-ши?
Опрос
  •   Сӗтел
  •   Мӑйӑр
  •   Ҫӗр улми
  •   Сӗт
39 голосов


Тӑвай округӗнчи Эльпуҫри Агафия Алексеева 1️⃣0️⃣0️⃣ ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑлах пулман. Вӑл 16 ҫулта амӑшӗсӗр юлнӑ.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче колхозра ӗҫленӗ, фронта пулӑшнӑ. Хусан хӳтӗлев чиккине тума хутшӑннӑ.

Кайран кайӑк-кӗшӗк ферминче, типографире, бригадирта, ҫӑкӑр пӗҫерекенре ӗҫленӗ.

Хальхи вӑхӑтра 2 ачипе, 5 мӑнукӗпе, 8 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.

Агафия Ильиничнӑна ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр! 💐

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Видео недоступно для предпросмотра
Смотреть в Telegram
🚀 Паян – Космонавтика кунӗ.

Андриян Николаев тата Павел Попович космонавтсем историре тарӑн йӗр хӑварнӑ.

1962 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче уҫлӑха СССРти икӗ карап - "Восток-3" тата "Восток-4" вӗҫнӗ.

Пӗринче пирӗн ентеш Андриян Николаев пулнӑ, тепринче - Павел Попович.

Вӗсем уҫлӑха ушкӑнпа вӗҫнӗ, унта темиҫе талӑк ирттернӗ пӗрремӗш ҫынсем пулнӑ👨‍🚀👨‍🚀

👌 Чӑваш Ен калаҫать


«Общество тĕрĕслевĕ строительство, юсав ĕçĕсен пахалăхне ÿстерме тата вĕсене хăвăртлатма пулăшать», — палăртать регион ертÿçи Олег Николаев.

Вăл Аслă экономика канашĕнче «Республика Пуçлăхĕн тĕрĕслевĕнче» проект пуçарма сĕннĕ.

🏠 Унпа килĕшÿллĕн общество хастарĕсем çĕкленекен е юсанакан социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене, хăтлăх кĕртекен вырăнсене тĕрĕслĕç.

Олег Алексеевич çынсем хатĕр объектсем кĕтнине, вĕсен шанăçне тÿрре кăлармаллине каланă.

Подрядчиксен енчен кăлтăксем пулсан вăхăтра сирмеллине палăртнă.

👌 Чӑваш Ен калаҫать

Показано 20 последних публикаций.