⛪️
Ҫветтуй вырсарникуна чылайӑшӗ ҫӗрлехи кӗлӗре кӗтсе илет.
Ҫавӑн пекех маларах ҫӑмарта, кулич, Аслӑ уяв сӗтелӗ ҫине лартакан ытти ҫимӗҫе ҫветтить тутарасси йӑлараҪак кунсенче Шупашкарти чиркӳсене хӑш вӑхӑтра кайсан аванрах пулнине пӗлтерес терӗмӗр. Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре
Введени чиркӗвӗнче ирхи кӗлӗ пуҫланать. Ӑна Савватий митрополит ертсе пырать. 23 сехет те 30 минутра — ҫӗрлехи. Ҫурҫӗрте Мӑнкун ячӗпе хӗреслӗ ҫулҫӳрев пулать.
Ҫак кунах
Пукравпа Татиана соборӗнче ирхи 7 сехетре кӗлӗ кӗрет. Ун хыҫҫӑн кун каҫипех храмра ҫимӗҫсене сӑваплама пулӗ. 23 сехетре Мӑнкун кӗлли пуҫланать, ҫӗрле хӗреслӗ ҫулҫӳрев ирттереҫҫӗ, сӑваплӑ ҫулӑма кӗтсе илеҫҫӗ.
«Час илтекен» Турӑ Амӑшӗн турӑшӗн чиркӗвӗнче 12 сехетрен апат-ҫимӗҫ ҫветтить тӑваҫҫӗ. Ҫӗрлехи кӗлӗ 23 сехетре пулать. Ҫӗр варринче ирхи литурги пуҫланать.
Арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗнче 14 сехетрен 20 сехетчен куличсене ҫветтить тӑваҫҫӗ. Ҫӗрлехи кӗлӗ 23 сехетре пулать.
👌
Чӑваш Ен калаҫать