Чӑваш Ен калаҫать


Гео и язык канала: Киргизия, Киргизский
Категория: Новости и СМИ


Ку канал республика хыпарĕсемпе паллаштарать, тĕлĕнмелле ҫынсем, пулӑмсем ҫинчен каласа кӑтартать, несĕлсен йӑли-йĕркине аса илтерет, тĕрлĕ кӑсӑклӑ ыйтӑва пĕрле сӳтсе явма сĕнет! 😊
ВК:https://vk.com/club223395916
Ок:https://ok.ru/group/70000005812307

Связанные каналы  |  Похожие каналы

Гео и язык канала
Киргизия, Киргизский
Категория
Новости и СМИ
Статистика
Фильтр публикаций


Видео недоступно для предпросмотра
Смотреть в Telegram
🎆🌲Ҫулталӑкри чи асамлӑ уяв савӑк туйӑмсемпе тулли пултӑр тесе чӑрӑш капӑрлататпӑр, фейерверксем туянатпӑр.

Тӗрлӗ хатӗрпе усӑ курнӑ чухне тимлӗх пирки мансан вара инкек тухасси те часах.

Пӗлтӗр Ҫӗнĕ Ҫул каҫӗ салют янӑ вӑхӑтра Улатӑр тӑрӑхӗнчи 18-ти ҫамрӑк тата Шупашкарти 19 ҫулти яш суранланнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем ҫирӗплетнӗ йӗркесене пӑхӑнма сӗнеҫҫӗ.

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Раҫҫей банкӗ ҫӗнелнӗ 100 тата 5 пин тенкӗлӗх укҫасене ҫаврӑнӑша кӗртсе пырать.

Вӗсем эпир хӑнӑхнисенчен дизайнӗпе улшӑнса тӑраҫҫӗ.

100 тенкӗлӗх хут укҫа ҫинче Мускав хулине сӑнланӑ. 5 пинлӗххинче Екатеринбургри паллӑ вырӑна курма пулать.

❗️Ҫӗнелнине усӑ курсан та маларах тухнисене пӑрахӑҫламӗҫ.

❗️Ҫавӑнпа Раҫҫей банкӗ асӑрхаттарнине тимлер!
Ултавҫӑсем хӑйсене социаллӑ пулӑшу кӳрекенсем вырӑнне хурса кивӗ банкнотасене хальхисемпе улӑштарма сӗнеҫҫӗ. Чӑн укҫа вырӑнне вара суя хут тыттараҫҫӗ.

❗️Чӑваш Енре кӑҫал утӑ уйӑхӗнчен авӑн уйӑхӗччен кӑна ҫакнашкал 12 суя укҫа тупса палӑртнӑ.

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Салам, чӑвашсем! 😍
Календарьте раштав уйӑхĕн 18-мĕшĕ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- ӑшӑ ҫанталӑк - хĕл вӑрӑма тӑсӑласса 🌨
- уйӑпсем юрлани - ҫил-тӑмана 🌫
- ҫӑлтӑрсем пĕлĕт хыҫне пытанни - пуш уйӑхĕ сивĕ пуласса 💨

☁️ Паян республикӑра пĕлĕтлĕ ҫанталӑк. Сывлӑш температури каҫа хирĕҫ 13 градус таран чакать.
Ӑшӑрах тумланӑр!


👌 Чӑваш Ен калаҫать


💡 Шупашкар тӑрӑхĕнчи Селедкинсем кил таврашне Ҫĕнĕ Ҫул юмахне ҫавӑрнӑ.

🏡 Александрпа Ирина ҫурчĕ умĕнче каҫхине уйрӑмах асамлӑ.

🔴Тӑвайкки ҫутатать. Пӳрчĕ йӑлтӑркка хунарсемпе капӑрланнӑ. Уяв йывӑҫне те хӑйсем шутласа тупса ӑсталанӑ.

Эсир те ҫурт таврашне уяв сĕмĕ кӳтĕр-и?


📈 Чӑваш Енри тухтӑрсен ӗҫ укҫи 90 пин тенке ҫитнӗ, учительсен — 52 пине.

Чӑвашстат социаллӑ тытӑмра тата ӑслӑлӑх ӗҫӗнче тӑрӑшакансен 2024-мӗш ҫулти вӑтам шалӑвне тишкернӗ.

Чи пысӑк ӗҫ укҫи — 95 пин тенкӗ ытларах - аслӑ шкулсенче вӗрентекенсен.
2-мӗш вырӑнта — 94 пин ытла тенкӗпе — наука ӗҫченӗсем.
3-мӗшӗнче — тухтӑрсем. Вӗсем 90 пин ытла тенкӗ илеҫҫӗ.
Техникумри педагогсене 53 пин тенке яхӑн тӳлеҫҫӗ.
Учительсен шалӑвӗ 52 пин тенке ҫывхарать.
Хушма пӗлӳ паракан педагогсен ӗҫ укҫи 49 пин таран.
Вӑтам медперсонал 45 пин ытла тенкӗ илет.
Культура ӗҫченӗсен шалӑвӗ — 45 тенке яхӑн.
Чи сахалли - халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекенсемпе ( 44 пин тенкӗ ытла)
ача сачӗсенче ӗҫлекенсен ( 43 пин тенкӗ).

👍 - аван
🤔 - ун чухлех-ши?

👌 Чӑваш Ен калаҫать

642 0 13 10 52

Салам, чӑвашсем! 😍
Календарьте раштав уйӑхĕн 17-мĕшĕ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- пĕлĕтлĕ ҫанталӑк - ҫуркунне ир килессе 🌼
- кушаксем ӑшӑрах вырӑна туртӑнни - тӑрук сивĕтессе 💨
- юр ҫуни - тулӑ аван пуласса 🌾

🌤 Паян республикӑра уяр ҫанталӑк. Кунĕпех юр ҫумалла. Сывлӑш температури 3 градус таран чакать.
Ырӑпа ҫӳрĕр!


👌 Чӑваш Ен калаҫать


🎄Чӑваш Енре ҫулленех Раҫҫейĕпе иртекен "Ĕмĕтсен чӑрӑшĕ" акци вӑй илчĕ.

Ӑна регион ертӳҫи Олег Николаев уҫрĕ.

🎁 Елка ҫинчен вӑл 3 ача ҫырӑвне илсе вĕсем Хĕл Мучирен мĕнле парне кĕтнипе кӑсӑкланчĕ.

Ульяна, Кира тата Ника Автономовасем роликсем пирки ĕмĕтленеҫҫĕ.

Владимир Рябов кӳмене витмелли конверт ыйтнӑ.

"Парне маншӑн кĕтменлĕх пултӑр", - пĕлтернĕ ашшĕне ятарлӑ ҫар операцийĕнчен кĕтекен Миша Сурнаев.

Республика Пуҫлӑхĕпе пĕрле акцие министрсем, тĕрлĕ ведомство ертӳҫисем хутшӑнчĕҫ.

👌 Чӑваш Ен калаҫать


✍️Пирĕн рубрикӑна килсе ҫитнĕ ҫырусене тишкерме вӑхӑт.

https://vk.com/wall-223395916_1518 ушкӑнра хӑварнӑ ыйтӑва Раҫҫейри Социаллӑ фондӑн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн специалисчӗсем https://vk.com/wall-88788926_3966 хуравлаҫҫӗ:

«Йӗрке тӑрӑх Чӑваш Енре пурӑнакансене ачасемшӗн паракан тӗрлӗ тӳлеве банкри счётсем ҫине кашни уйӑхӑн 3-мӗш, 5-мӗш, 8-мӗш кунӗсенче куҫарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗш эрни Ҫӗнӗ Ҫул уявӗсемпе пӗр килнӗрен ашшӗ-амӑшӗ патне ҫак укҫа-тенкӗ маларах, раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен, ҫитӗ».

☎️ Тӳлевсемпе ҫыхӑннӑ ытти ыйтӑва 8(800)100-00-01 телефонпа шӑнкӑравласа уҫӑмлатма пулать.

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Салам, чӑвашсем! 😍
Календарьте раштав уйӑхĕн 16-мĕшĕ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- юр ҫуни - тыр-пул япӑх пуласса ❄️
- кӑмакари вут шатӑртатса ҫунни шартлама сивĕ ҫывхарнине систерет 🌫
- пусӑра шыв чакни - ҫанталӑк лайӑхланасса ☀️

🌤 Паян республикӑра уяр ҫанталӑк. Юр ҫӑвать. Сывлӑш температури 3 градус таран чакать.
Хĕл илемĕ кӑмӑлӑра ҫĕклетĕр!


👌 Чӑваш Ен калаҫать


🔔Ҫĕнĕ Ҫул уявĕсем вӑхӑтĕнче Шупашкарпа Мускава хушма 2 пуйӑс ҫыхӑнтарĕ.

Вĕсем 33 рейс тӑвĕҫ.

🚉 2⃣2⃣8⃣-мĕш раштавӑн 27-мĕшĕнчен кӑрлачӑн 11-мĕшĕччен 21 сехет те 10 минутра Мускавран Шупашкара ҫул тытĕ. Чӑваш Енĕн тĕп хулине вӑл тепĕр кунхине 10 сехет те 20 минутра ҫитет.

🚉 2⃣2⃣7⃣-мĕш номерли раштавӑн 28-мĕшĕнчен кӑрлачӑн 13-мĕшĕччен Шупашкартан 00 сехет те 50 минутра тапранать. Мускава ҫав кунах 15 минут та 17 сехетре ҫитет.

Эсир кану кунĕсенче инҫе ҫула тухма палӑртатӑр-и?

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Тури чӑвашсен калаҫӑвĕнче "мӑнтай" тени пур. ❓️Эсир ҫак сӑмаха мĕнле ӑнланатӑр?
Опрос
  •   пысӑк
  •   мӑн кӑмӑллӑ
  •   вӑкӑр
120 голосов


❤️ Чӑваш Ен туристсене илĕртессипе ӑнӑҫлӑ ĕҫлекен ҫĕршыври 5 регион йышне кĕнĕ.

🏨 Пирĕн республика ҫитĕнĕвĕ хӑнасене вырнаҫтармалли номерсен шучĕ ӳснипе, курса ҫӳремелли вырӑнсем йышланнипе ҫыхӑннӑ.

🛣Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа туристсем ытларах Тыва Республикине ҫул тытнӑ.

2-мĕш вырӑнта - Чечен Республики, унтан - Рязань, Смоленск облаҫĕсем.

Чӑваш Ене ҫулҫӳревҫĕсене илĕртесси кӑҫал 34 процент чухлĕ ӳснĕ.

👌 Чӑваш Ен калаҫать


🏋 Ыран Чӑваш Енре кӑҫаллӑха юлашки Сывлӑхпа спорт кунӗ иртет.

Ҫулталӑкра ҫак акципе Чӑваш Енре пурӑнакан 634 пин ҫын усӑ курнӑ.

Республикӑра 10-мӗш ҫул пурнӑҫланакан проектпа килӗшӳллӗн кашни уйӑхрах спорт объекчӗсене пӗр хутчен тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.

Тӑрӑшни ахаль мар. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем бассейнсене, тренажер залӗсене хаваспах ҫӳренӗ.

Хӑйне евӗрлӗ уҫӑ алӑк кунӗсемпе усӑ курса кӑҫал кӑна Чӑваш Енре пурӑнакансем 39 миллион тенке яхӑн перекетленӗ.

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Салам, чӑвашсем! 😍
Календарьте раштав уйӑхĕн 13-мĕшĕ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- кушак ҫӑвӑнни - уяр та сивĕ пуласса 🌫
- аял шӑвакан пĕлĕтсем - сивĕтессе 🌬
- йытӑ сӑлтавсӑрах вĕрни - ҫанталӑк улшӑнасса ❄️

☁️ Паян республикӑра пĕлĕтлĕ ҫанталӑк. Кӑнтӑрла уяртать, юр ҫӑвать. Сывлӑш температури 7 градус таран чакать.
Ӑшӑрах тумланӑр!


👌 Чӑваш Ен калаҫать


👵Тивĕҫлĕ канура та килте тунсӑхлама вӑхӑт ҫук.

"Демографи" наци проекчĕн витĕмĕпе аслӑ ӑрури ҫынсем валли ҫĕршывĕпех кружоксем йĕркеленĕ.

🧶Ал ĕҫĕпе аппаланнӑ хушӑра вĕсем пĕр-пĕринпе хутшӑнса вӑхӑта усӑллӑ ирттереҫҫĕ.

Сĕнтĕрвӑрринчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрта, сӑмахран, эрнере 2 хут ӑсталӑх мастерскойĕ ĕҫлет.

Хальхи вӑхӑтра маҫтӑрсем килте тӑхӑнмалли ӑшӑ пушмаксем ҫĕлеҫҫĕ.

"Пĕрлехи ĕҫ кӑмӑла ҫĕклет", - теҫҫĕ ӑстасем.


👌 Чӑваш Ен калаҫать


Видео недоступно для предпросмотра
Смотреть в Telegram
🌳 Чӑваш чӑрӑшӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ёлка фестивальне илем кӳрет.

Кировра пыракан уяв ҫӗршыври 89 регионти ешӗл пикесене пуҫтарнӑ.

🎁 Лӑсӑллӑ йывӑҫсем ҫинче теттесемпе танах пӗр-пӗр тӑрӑхпа паллаштаракан тӗрӗ-эреш, ал ӗҫӗ е ытти япала.

😘Пирӗн республика чӑрӑшне йывӑҫран тунӑ теттесемпе, чӑвашсен капӑрлӑх хатӗрӗсемпе хитрелетнӗ.

👌 Чӑваш Ен калаҫать


🇷🇺 Паян Раҫҫей Конституцийӗн кунӗ.

Ҫӗршывӑн тӗп саккунне 1993-мӗш ҫулта халӑх сасӑлавӗпе йышӑннӑ.

1994-мӗш ҫулта Раҫҫей Президенчӗн Хушӑвӗпе раштав уйӑхӗн 12-мӗшне
патшалӑх уявӗ тесе ҫирӗплетнӗ.

2020-мӗш ҫулта Тӗп саккуна ҫӗнетсе документа 206 улшӑну кӗртнӗ.


Ҫак уява ҫӗршывра анлӑ паллӑ тӑваҫҫӗ.

Конституци кунӗ Раҫҫейре тава тивӗҫлӗ юристсене Хисеп хучӗсемпе чысласси, 14 ҫул тултарнисене паспорт парасси йӑлара.

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Салам, чӑвашсем! 😍
Календарьте раштав уйӑхĕн 12-мĕшĕ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- лапка-лапка юр ҫуни - ӑшӑтасса ❄️
- уяр ҫанталӑк - уйӑх вĕҫĕчченех ҫапла пуласса 🌥
- вӑйлӑ ҫил - ҫуркунне йĕпе-сапаллӑ килессе ☔️

☁️ Паян республикӑра пĕлĕтлĕ, хушӑран уяртакан ҫанталӑк. Сывлӑш температури 3 градус таран чакать. Юр ҫӑвать.
Ӑнӑҫлӑ кун пултӑр!


👌 Чӑваш Ен калаҫать



Показано 19 последних публикаций.