Чӑваш Ен калаҫать


Kanal geosi va tili: Qirg‘iziston, Qirg‘izcha


Ку канал республика хыпарĕсемпе паллаштарать, тĕлĕнмелле ҫынсем, пулӑмсем ҫинчен каласа кӑтартать, несĕлсен йӑли-йĕркине аса илтерет, тĕрлĕ кӑсӑклӑ ыйтӑва пĕрле сӳтсе явма сĕнет! 😊
ВК:https://vk.com/club223395916
Ок:https://ok.ru/group/70000005812307

Связанные каналы  |  Похожие каналы

Kanal geosi va tili
Qirg‘iziston, Qirg‘izcha
Statistika
Postlar filtri


Салам, чӑвашсем! ❤️
Календарьте ака уйӑхӗн 16-мӗшӗ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- хӗвеллӗ — ҫитес уйӑх ӑшӑ та типӗ пуласса ☀️
- ҫил ҫурҫӗртен вӗрни — ҫумӑра 💦
- лаша хартлатни — йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑка ☔️

🌤 Паян республикӑра уяр ҫанталӑк. 18 градус таран ӑшӑ пулать.
Кӑмӑлӑр та хӗвел пек савӑк пултӑр!


👌 Чӑваш Ен калаҫать


Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулне халалланӑ пуйӑс Чӑваш Ене килсе ҫитӗ

📱Ҫӗмӗрлере вӑл ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 13 сехет те 15 минутра чарӑнӗ
📱 Вӑрнарта 14 сехет те 55 минутра пулӗ
📱 Канашра — 16 сехет те 30 минутра

📱Улатӑр станцине пуйӑс ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 7 сехет те 35 минутра ҫитӗ
📱 Шупашкара — 15 сехет те 55 минутра

6 платформӑра вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи техника куравӗ, уйри кухня, фото ӳкерӗнмелли лапам.

🚉 Пуйӑс Чулхуларан ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тапранать.
Маршрутра — 45 станци.


👌 Чӑваш Ен калаҫать


💔 Уйрӑлакансене 100 пин тенкӗ тӳлеттересшӗн

Ҫак шухӑша Патшалӑх Думинче палӑртнӑ.

Виталий Милонов депутат каланӑ тӑрӑх, патшалӑх тӳлевӗн виҫи пысӑк пулсан тата 3 уйӑх шутлама вӑхӑт парсан мӑшӑртан уйрӑлас текенсем сахалланӗҫ.

Ҫавӑн пекех вӑл упӑшкисемпе арӑмӗсене психолог патне яма, ҫемье хаклӑхӗсем пирки ытларах фильмсем ӳкерме сӗннӗ.

Эсир кун пирки мӗн шутлатӑр?

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Салам, чӑвашсем! ❤️
Календарьте ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- ҫерҫисем ирех чӗвӗлтетни — хӗвеллӗ ҫанталӑка ☀️
- шыв-шур сарӑлса юхни — утӑ вӑхӑчӗ маларах ҫитессе 🌊
- путенесем юрлама пуҫлани — курӑк часах шӑтасса ☘

🌤 Паян республикӑра уяр ҫанталӑк. Сывлӑш температури 11 градус таран ӳсет.
Ырӑпа ҫӳрӗр!


👌 Чӑваш Ен калаҫать


Video oldindan ko‘rish uchun mavjud emas
Telegram'da ko‘rish
🚀Шуршӑлти космонавтика музейӗ хальхи йышши вӗренӳ центрӗ пулса тӑрӗ

Кун пирки Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑ ялта иртнӗ митингра пӗлтернӗ.

2027-мӗш ҫул вӗҫленнӗ тӗле ку вырӑн тӗпрен улшӑнмалла.

Тӗллевсем пирки — роликра

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Хурлӑхлӑ хыпар

Ӗнер РСФСР халӑх артисчӗ Нина Григорьева пурнӑҫран уйрӑлнӑ.


Нина Ильинична  К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 62 ҫул ӗҫлесе 100 ытла роль калӑпланӑ. Куракан чунне уйрӑмах тыткӑнланисенчен пӗри — Нарспи.

Нина Григорьеван ҫутӑ сӑнарӗ яланах халӑх асӗнче пурӑнӗ...

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Салам, чӑвашсем! ❤️
Календарьте ака уйӑхĕн 14-мĕшĕ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- аслати авӑтни - ҫулла типĕ пуласса ⚡️
- шыв-шур вӑйлӑ сарӑлни - пулӑҫсене ӑнасса 🐟
- юханшыв ҫыранĕнче пӑр катрамĕсем юлни - япӑх тухӑҫа 🌿

☀️ Паян республикӑра уяр ҫанталӑк. 12 градус таран ӑшӑ пулать.
Ҫĕнĕ эрне пуҫланнӑ ятпа!


👌 Чӑваш Ен калаҫать


Елчӗк тӑрӑхӗнче "кантук" тесе мӗне калаҫҫӗ-ши?
So‘rovnoma
  •   Сӗтел
  •   Мӑйӑр
  •   Ҫӗр улми
  •   Сӗт
39 ta ovoz


Тӑвай округӗнчи Эльпуҫри Агафия Алексеева 1️⃣0️⃣0️⃣ ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑлах пулман. Вӑл 16 ҫулта амӑшӗсӗр юлнӑ.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче колхозра ӗҫленӗ, фронта пулӑшнӑ. Хусан хӳтӗлев чиккине тума хутшӑннӑ.

Кайран кайӑк-кӗшӗк ферминче, типографире, бригадирта, ҫӑкӑр пӗҫерекенре ӗҫленӗ.

Хальхи вӑхӑтра 2 ачипе, 5 мӑнукӗпе, 8 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.

Агафия Ильиничнӑна ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр! 💐

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Video oldindan ko‘rish uchun mavjud emas
Telegram'da ko‘rish
🚀 Паян – Космонавтика кунӗ.

Андриян Николаев тата Павел Попович космонавтсем историре тарӑн йӗр хӑварнӑ.

1962 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче уҫлӑха СССРти икӗ карап - "Восток-3" тата "Восток-4" вӗҫнӗ.

Пӗринче пирӗн ентеш Андриян Николаев пулнӑ, тепринче - Павел Попович.

Вӗсем уҫлӑха ушкӑнпа вӗҫнӗ, унта темиҫе талӑк ирттернӗ пӗрремӗш ҫынсем пулнӑ👨‍🚀👨‍🚀

👌 Чӑваш Ен калаҫать


«Общество тĕрĕслевĕ строительство, юсав ĕçĕсен пахалăхне ÿстерме тата вĕсене хăвăртлатма пулăшать», — палăртать регион ертÿçи Олег Николаев.

Вăл Аслă экономика канашĕнче «Республика Пуçлăхĕн тĕрĕслевĕнче» проект пуçарма сĕннĕ.

🏠 Унпа килĕшÿллĕн общество хастарĕсем çĕкленекен е юсанакан социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене, хăтлăх кĕртекен вырăнсене тĕрĕслĕç.

Олег Алексеевич çынсем хатĕр объектсем кĕтнине, вĕсен шанăçне тÿрре кăлармаллине каланă.

Подрядчиксен енчен кăлтăксем пулсан вăхăтра сирмеллине палăртнă.

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Салам, чăвашсем! ❤️
Календарьте ака уйăхĕн 11-мĕшĕ.

Халăх сăнанă тăрăх, çак кун:
- пĕлĕтсем хăвăрт шуса иртни — çанталăк уяртасса 🌤
- çумăр çуни — сĕлĕ тухăçĕ пысăк пуласса 🌾
- чакаксем йăва çавăрни — çулла аслати нумай авăтасса 🌩

🌥 Паян улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк. 12 градус таран ăшă пулать. Каçхине вырăн-вырăн йĕпе юр, çумăр çума пултарать. Эрнекун тухăçлă ирттĕр!

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Республика Чăваш автономине туса хунăранпа 105 çул çитнине паллă тума хатĕрленет.

Тĕп мероприятисем Шупашкарта тата Етĕрне округĕнче иртĕç.

🥗 Пуçласа Пĕтĕм Раççейри гастрономи фестивальне йĕркелĕç. Унта 40 регионти тĕрлĕ организацин продукцине тутанса курма май килĕ.

👫«Ялта чи лайăххисем» агрослета урăх регионсенчи çамрăксем те хутшăнĕç.

🍓Йăлана кĕнĕ «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль, «Çырла фестивалĕ» иртĕç.

🎵«Раççейĕн хальхи музыка карттине» презентацилĕç.

👌 Чӑваш Ен калаҫать


📝 Чăваш Енри вĕренÿ учрежденийĕсенче «Профориентаци эрни» иртет.

Ку мероприятие «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ.

👷👩‍🍳 Шкул ачисем техникумсене, аслă шкулсене çитсе тĕрлĕ професси вăрттăнлăхĕсемпе паллашма пултараççĕ.

Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче пулас абитуриентсем валли ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ.

Электромеханика колледжĕнче хими анализĕ тăвакансене, сварщиксене, электриксене мĕнле вĕрентнине каласа параççĕ.

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Салам, чăвашсем! ❤️
Календарьте ака уйăхĕн 10-мĕшĕ.

Халăх сăнанă тăрăх, çак кун:
- хĕвел хĕрелсе тухни — çумăр çăвасса 🌧
- çумăр çуни – тухăç пысăк пуласса 🌽
- кушак сăмсине пытарса çывăрни — сивĕтессе 💨

☁️ Паян республикăра пĕлĕтлĕ çанталăк. 9 градус таран ăшă пулать. Вырăн-вырăн юр çума пултарать. Телейлĕ кун пултăр!

👌 Чӑваш Ен калаҫать


🪙 Чăваш Енре «Вак укçа эрни» акци старт илнĕ.

Вăл ака уйăхĕн 19-мĕшĕччен иртĕ.

Çынсем тенкĕсемпе пуссене хут укçапа улăштарма пултарĕç.

Вĕсен банк уйрăмне е лавккана çеç каймалла.

Вак укçана банк счечĕ çине те куçарттарма май килĕ.

Сăмах май, пĕлтĕр акци вăхăтĕнче Чăваш Енре пурăнакансем банк уйрăмĕсене 330 пин штук укçа (1,1 млн тенкĕ) илсе килнĕ.

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Салам, чăвашсем! ❤️
Календарьте ака уйăхĕн 9-мĕшĕ.

Халăх сăнанă тăрăх, çак кун:
- ирхине тĕтре карса илни — тухăç пысăк пуласса 🌿
- кушак апчхулатни — çумăр çăвасса ☔️
- шăпчăк юрлани — садра улма-çырла ӑнса пуласса 🍒

🌧 Паян республикăра ăмăр çанталăк. 4 градус таран ăшă пулать. Сунчăк илме ан манăр - вырăн-вырăн йĕпе юр, çумăр çăвĕ. Урамра ăмăр çанталăк хуçалансан та сирĕн чунра ăшă та лăпкă пултăр!

👌 Чӑваш Ен калаҫать


«Çынсен сывлăхĕ — тĕпре», — палăртать Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Олег Алексеевичăн пуçарăвĕпе регионта эрех-сăрапа туслисен йышне чакарас енĕпе ĕçлеççĕ.

Республикăри наркологи диспансерĕнче ÿсĕр çынсене пулăшакан ятарлă уйрăм уçăлнă.

Ăна республика бюджетĕнчен уйăрнă укçапа хута янă, кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ.

Уйрăм талăкĕпех ĕçлĕ. Унта 20 çынна йышăнма пултарĕç. Тухтăрсем вĕсене тÿрĕ çул çине тăма пулăшĕç.

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Вăрмар округĕнчи яш ултавçăсене ĕненсе 300 пин тенкĕсĕр юлнă.

Ун патне суя çыхăну операторĕ шăнкăравланă.

Сим-карттăпа усă курмалли вăхăт вĕçленнине, килĕшÿ тумаллине пĕлтернĕ. Смс-çырури кодсене калама ыйтнă.

Ултавçăсем каччăн шанăçне кĕнĕ. 17 çулти яш вĕсене темиçе çул пухнă укçана куçарса панă.

❗️Асăрханулăх пирки манас марччĕ.

👌 Чӑваш Ен калаҫать


Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Перинаталь центрĕнче пулас амăшĕсемпе тĕл пулнă.

Вăл кăçал регионта вăя кĕнĕ пулăшу мерисем пирки каласа кăтартнă.

🔹Республикăри амăшĕн капиталне 150 пин тенкĕрен 200 пин тенкĕ таран ÿстернĕ.

🔹Нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ-хĕрĕ техникумра е аслă шкулта вĕреннĕшĕн 50% таран çеç тÿлеме пултарать.

🔹Ача кĕтекен студенткăсене 100 пин тенкĕ параççĕ.

🔹ЭКО тума шухăшланă мăшăра тÿлевсĕрех тĕрĕслеççĕ.

🔹Тин çуралнă ачасем валли тĕрлĕ япала тара илмелли пунктсем ĕçлеççĕ.

🔹Садиксенче ачасене темиçе сехетлĕхе йышăнас ĕçе йĕркелеççĕ.

👌 Чӑваш Ен калаҫать

20 ta oxirgi post ko‘rsatilgan.